Сывлăх патне утăм тăвар-и?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.07.2026, 09:35 Просмотров: 81

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарса янă «Сывлăх патне утăм» ?«Шаг к здоровью»% проект кă-çал чи малтан округра Калинино салине «утăм-ларĕ». Вăрнар тĕп боль-ницин мобильлĕ бригади халăха тĕп площадьри шатерта йышăнчĕ.

Больницăна каймасăрах чи кирлĕ анализсене парса тухтăр сĕнÿ-канашне илме пулни, чăн та, аван. Сывлăха тĕрĕслеттерме килекенсене кашнине волонтерсем регистрацилерĕç. Хаклă пуянлăх - сывлăх. Вăл хăй тĕллĕн çирĕп пулмĕ, уншăн вăхăтра тăрăшмалла. Калининăра йĕркеленĕ «Сывлăх пунктне» Патшалăх Канашĕн депутачĕ Роман Алексеевпа Вăрнар округĕн пуçлăхĕ Надежда Никандрова та çитрĕç. Вĕсем те сывлăха тĕрĕслеттерчĕç. «Сывлăх патне утăм» проекта хутшăнакансене хастарлăхшăн тав турĕç.

Медицина ĕçченĕсем юн пусăмне, куçри пусăма, кĕлетке çyллĕшĕпе йывăрăшне, сахăр тата холестерин шайне тĕрĕслерĕç. Çавăн пекех чĕрене ЭКГ тĕпчевĕ турĕç. Терапевт, невролог, офтальмолог, гинеколог, хирург тата медицина сестрисем çынсене питĕ ăшшăн йышăнчĕç.

Кăçал пĕлтерĕшлĕ мероприяти «Единая Россия» партин «Сывă пуласлăх» проекчĕ пулăшнипе пурнăçланать. Калининăра йĕркеленĕ пунктра 207 çын сывлăха тÿлевсĕр тĕрĕслеме май пуррипе усă курчĕ. Мобильлĕ бригада йышĕнче Вăрнар тĕп больницин çамрăк хирургĕ Дария Дюкина та хастар ĕçлерĕ.

«Сывлăх патне утăм» проекта пурнăçланăран аякри ялсенче пурăнакансене медицина пулăшăвне илме меллĕрех. Аслă ăрурисем те, çамрăксем те сывлăха тĕрĕслеттереççĕ. Палăртмалла, медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессин майĕсене ÿстересси «Вăрăм та хастар пурнăç» нацпроектăн пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсенчен пĕри шутланать, - палăртрĕ Дария Владимировна.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика