Çамрăксем - пирĕн пуласлăх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.07.2026, 09:36 Просмотров: 81

Çамрăклăх вăл - хаваслăх, иксĕлми энерги, çутă та пысăк ĕмĕтсем... Шăпах вĕсем ĕнтĕ, хастар та ăнтăлуллă хĕрсемпе каччăсем, - пирĕн малашлăх, пирĕн шанăç.

Вăрнар округĕнче те тăван тăрăх пурнăçне илемлĕрех, пуянрах тума пулăшакан маттур çамрăксем нумай. Вĕсем мĕнпур мероприятие савăнăç кÿреççĕ, конкурс-ăмăртусенче çĕнтерсе округ ятне çÿле çĕклеççĕ, вĕренÿре те тĕлĕнмелле çитĕнÿсем тăваççĕ...

Вĕсене чысласа Çамрăксен кунĕ тĕлне округра пысăк уяв иртнĕ. Ун программи хаваслăхпа тулли, интереслĕ чылай мероприятие пĕрлештернĕ. Спорт тупăшăвĕсем, конкурссем, юрă-ташă - мĕн каçченех савăнăçлă шăв-шав тăнă поселокри культура çурчĕ çумĕнчи паркра.

Праçнике пухăннисене Вăрнар округĕн пуçлăхĕ Надежда Никандрова тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Маловпа Роман Алексеев ?сăнÿкерчĕкре% хĕрÿллĕн саламланă. Хăнасем çамрăк ăру пирĕн пуласлăха тата çĕршыв аталанăвĕн çул-йĕрне çыракансем пулнине, вĕсен пуçарăвĕсене яланах пулăшма хатĕррине палăртнă. Анчах пурнăçри кашни утăмрах хамăр аваллăха асра тытма, паянхи историе çыракан паттăрсемпе мухтанма суннă вĕсем хĕрсемпе каччăсене.

Чи хастаррисем, чи маттуррисем уйрăм чыслава тивĕçнĕ. Активистсене торжествăлла лару-тăрура Тав хучĕсемпе хавхалантарнă, ĕçлекен тата вĕренекен çамрăксем те тĕрлĕрен наградăсене тивĕçнĕ. Вĕсем чăннипех те пирĕн мăнаçлăх!

Уявăн культура программи те питĕ пуян. Тĕрлĕрен аттракционсемпе фотозонăсем ĕçленĕ, пултарулăх мастер-класĕсене те хутшăнма май пулнă. Спорт тусĕсене волейбол, мини-футбол вăййисем хĕрÿ ăмăртусене пухнă. Каçхи программăра вара вырăнти çамрăксен пултарулăх ушкăнĕсем тата Шупашкарти артистсем юрă-ташăпа савăнтарнă.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика