Икĕ ывăл

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.07.2026, 11:11 Просмотров: 85

Пĕр патшан икĕ ывăл пулнă. Вĕсен кăмăл-сипечĕ пĕр пек пулман, анчах патша иккĕшне те юратнă.

Аслă ывăлĕ пушă вăхăтра сунара çÿреме кăмăлланă, кĕçĕнни вара - астаракан вăйăсем выляма. Пурăна-киле патшан икĕ ывăлĕ те çав тери иртĕнсе йĕркерен тухса кайнă. Асли хăйне шанса панă патшалăх ĕçĕсене пурнăçлама пăрахнă, мĕншĕн тесен пĕтĕм вăхăтне сунарта ирттернĕ. Кĕçĕнни вара астаракан вăйăсем выляса ашшĕн укçи-тенкине нумай пĕтернĕ.

Патша тарăхса кайнă та министрĕсене çапла хушнă: аслă ывăлне сунара кайма чармалла, кĕçĕннине вара укçа пачах та памалла мар.

Аслă ывăлĕ ашшĕне питĕ кÿреннĕ, унпа калаçма та пăрахнă. Кĕçĕнни вара хăйне япăх тытнăшăн ÿкĕннĕ. Ашшĕне тĕл пулсан кашнинчех вăл ун умне ÿксе: «Каçар мана, атте!» - тенĕ.

Ÿкĕнекен ывăлне патша каçарнă. Хăйне кÿреннĕ аслă ывăлне вара элчĕ туса урăх çĕршыва янă. «Кÿренĕве чунра тытман çынна эпĕ те каçаратăп. Кÿренекен çын вара айăплă пулĕ», - тенĕ патша аслă ывăлне ăсатнă чухне.

«Азбука веры» сайтран

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика