Ача-пăча ашкăннине пула пушарсем алхасни, шел те, сайра мар. Çитменнине, кунашкал тĕслĕхсем пысăк хуйхă та кÿме пултараççĕ. Мĕншĕн тухаççĕ-ха çакăн евĕр инкексем/ Пушарсен тишкерĕвĕ кăтартнă тăрăх, сăлтавĕ нумай чухне - ачасем çулăмпа асăрхануллă пулма пĕлменни тата аслисем енчен тивĕçлĕ тĕрĕслев çукки.
Çуллахи вăхăтра ачасен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес ыйту çивĕч. Халĕ вĕсем вĕренÿрен ирĕклĕ, пушă вăхăт нумай. Кил-çуртра пĕччен юлаççĕ е урамра ушкăнсемпе çÿреççĕ. Хăшĕ-пĕри каникула ялта аслашшĕ-асламăшĕсем патĕнче хăнара ирттерет. Тĕрĕслев çителĕклĕ пулманран ашкăнас шухăш та илĕртме пултарать. Çавăнпа пĕчĕк шăпăрлансене те, аслăраххисене те пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене аса илтермелле. Вĕсем вут-çулăмран сыхланма хăнăхчăр кăна мар, инкеклĕ лару-тăрусенче хăйсене тĕрĕс тытма, пулăшу чĕнме те пĕлччĕр.
Тĕрĕссипе, ачасене çулăм хăрушлăхне туйма, вăл мĕнле сиен кÿнине ăнланма вĕрентни кирлĕ. Вĕсен килте пĕччен юлсан шăрпăк курупккине е зажигалка алла тытас, хут чĕртсе пăхас, йăлари техникăна хăй тĕллĕн çутас тата ытти хăрушлăхлă шухăш ан пултăр.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Август 2026 |
