Чун ыратăвĕ
Тепĕр чух, чунра йывăр чух,
Ман сана çупăрлас килет.
Пурнăç, юрату аса килнĕ чух
Пысăк çитĕнÿ ман тăвас килет.
Тепĕр чух, тăван пĕрле чух,
Ыррийĕ çинчен ман шутлас килет.
Аттепе апай аса килнĕ чух
Юхать ман куççуль, ăна чарма çук.
Тепĕр чух, юрату çумра чух,
Ман юрлас, савăнас килет.
Пĕлĕте çитсе чунпа вĕçнĕ чух
Ĕмĕр санпала ман пулас килет.
Тепĕр чух, тус-юлташ пĕрле чух,
Тулли кăмăлпа ман пуплес килет.
Кĕреке тавра пуçтарăннă чух
Чĕререн, чунтан калаçас килет.
Тепĕр чух, ял-йыш пĕрле чух,
Сумлă ырă ĕç ман тăвас килет.
Тăван ял куллен илемленнĕ чух
Тата ытларах ман пурнас килет.
Иван ФЕДОРОВ
Мăн Явăш
Август 2026 |
