Этнокультура пуянлăхĕ - ăсчахсен тимлĕхĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.07.2026, 11:13 Просмотров: 96

Чăваш енре этнокультура пуянлăхĕн объекчĕсене палăртассипе тата упрассипе федерацин этнографи экспедицийĕ ĕçлет.

Ученăйсем Пуканкассине те çитнĕ. Вĕсене «Çĕн пÿрт ĕçки» çемье йăли-йĕркипе паллаштарнă. Пирĕн мăн асаттесем çĕнĕ пÿрт уявне епле ирттернĕ/ Çĕнĕ çуртри çемьешĕн телей мĕнле ыйтнă/ Йăла-йĕрке пирки Рита Семенова каласа панă.

Çĕнĕ пÿрт уявĕ мĕнле иртнине «Шурăмпуç» тата «Утмăлтурат» фольклор ансамблĕсем кăтартнă. Пултарулăх ертÿçисем - Надежда Лаврентьевăпа Эльвира Балыкова. Мероприятие аслă ăрурисем те, ялта пурăнакансем те хутшăннă.

Йăла-йĕркере ашшĕ-амăшĕн килĕнчен çемье çĕнĕ пÿрте куçнине сăнланă.

РФ Культура министерстви пулăшнипе фольклорпа этнографи экспедицийĕсене Раççейри В.Д. Поленов ячĕллĕ Халăх пултарулăхĕн çурчĕ ирттерет. Палăртнă этнокультура пуянлăхĕн объекчĕсене регион тата федераци реестрĕсене кĕртеççĕ.

Елена ГРИГОРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика