«Не повторяется такое никогда...» Çак юрра итлесе пуçтарăнтăмăр эпир, 1976 çулта Кĕçĕн Кипек шкулĕнчен вĕренсе пĕтернисем.
Вăл вăхăтра Юлапăш ялĕнчен пуçласа Тимĕрçкасси таранах çÿренĕ пĕлÿ çуртне. Кун пирки Сергей Николаевич Андриянов та аса илчĕ. Ун чухне вăл шкул директорĕнче ĕçленĕ. 50 çул хушшинче эпир хăшпĕринпе пачах та тĕл пулман, çавăнпа та çĕнĕрен паллашма та тÿр килчĕ.
Тĕлпулу вăхăчĕ питĕ хăвăрт иртсе кайрĕ. Шкул çулĕсенчи юрăсене аса илсе шăрантартăмăр, пĕр-пĕрне хирĕç тăрса ташлама та питĕ хаваслă пулчĕ.
1976 çулта эпир, 156 çамрăк, алла аттестат илтĕмĕр. 8-мĕшсем «А», «Б», «В», «Г», «Д» классенче ăс пухнă. Паянхи куна илсен, эпир пурте тивĕçлĕ канура, пенсие тухнă асатте-асаннесем, кукаçи-кукамайсем. Чунпа вара пурте комсомолецсем. Çавăнпа ура çине тăрсах «Не расстанусь с комсомолом» юрра юрларăмăр. Хамăртан уйрăлнисене аса илтĕмĕр.
Тепĕр çул та тĕл пулма тĕв турăмăр. Питĕ пысăк тав Сергей Николаевичпа Роза Порфирьевна учительсене пирĕнпе пĕрле пулнишĕн. «Как здорово, что все мы здесь сегодня собрались...» - çак юрăпа вĕçленчĕ пирĕн тĕлпулу.
Август 2026 |
