Июнĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш енре 2027 çулта «Ниме - халăх бюджечĕ» программăна хутшăнас текенсенчен заявкăсем йышăнаççĕ. Ку программа республика çыннисене хăйсем пурăнакан вырăнта хăш объекта хăтлăлатассине-çĕнетессине тÿреммĕн витĕм кÿме май парать.
2027 çулта программăна хутшăнас тесен пуçаруллă ушкăнсен палăртнă ĕç проектне хатĕрлемелле. Вăхăтра заявка памалла, программăн мĕнпур условийĕсене пурнăçламалла, конкурс суйлавĕ витĕр тухмалла. Çавăнпа та çак пĕлтерĕшлĕ датăсене асра тытмалла.
Заявкăсене хатĕрлемелли тата памалли вăхăт - кăçалхи августăн 15-мĕшĕччен.
Администрацисем заявкăсене пăхса тухакан тапхăр - сентябрĕн 1-мĕшĕччен.
Онлайн-сасăлав сентябрĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 2-мĕшĕччен хула çыннисем валли - народныйбюджет.чувашия.рф порталта, ял çыннисем валли «Чувашия онлайн» сайтра иртет.
Конкурс суйлавĕ тата çĕнтерÿçĕ-проектсене палăртмалли вăхăт - октябрĕн 3-мĕ-шĕнчен пуçласа ноябрĕн 11-мĕ-шĕччен.
Программăна хутшăнма суйласа илнĕ проектсене 2027 çулта пурнăçа кĕртмелле.
Август 2026 |
