Чăрăшкас Мăратра «Ниме - халăх бюджечĕ» программăпа тата тепĕр ĕç пурнăçланать. Кунта Кульцав урамĕнче ял пĕвине тасатаççĕ.
Пĕве - ялшăн пĕлтерĕшлĕ объект. Чи малтанах вăл пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕллевлĕ. Александ Петров подрядчик тăрăшса ĕçлет. Ял çыннисем пĕве хăвăртах шывпа туласса шанаççĕ.
Чăрăшкас-мăратсем маттурах. Иртнĕ çул вĕсем хăйсен вăйĕпе икĕ пĕвене тасатса тарăнлатма пултарнă. Кăçал вара «Ниме - халăх бюджечĕ» программăпа виçĕ проекта пурнăçлаççĕ.
Проектсене ĕçе кĕртес шухăшпа иртнĕ çул ял хастарĕ, Обществăлла палата членĕ Иван Яковлев Раççей Думин депутачĕ Алла Салаева патĕнче пулнă, пуçарусене тĕрев пама ыйтнă.
Маларах çырнăччĕ ĕнтĕ, нимелле нумаях пулмасть чăрăшкас-мăратсем ял хапхине çĕклесе лартнăччĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Август 2026 |
