Чăваш енре республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Ниме – халăх бюджечĕ» проект тухăçлă пурнăçа кĕрсе пырать. Çакна юлашки çулсенчи уйрăмах яллă вырăнсенче анлăн ирттернĕ çĕнетÿ ĕçĕсем яр уççăн çирĕплетеççĕ. Куратпăр: программа çынсене хăйсем пурăнакан вырăна хăтлăрах та илемлĕрех тума мĕнле улшăнусем кирлине хăйсенех палăртма май парать. Çакăнпа пĕрлех вĕсен пуçарăвĕсене çул пама та пулăшать.
Вăрнар округĕнче те пуçаруллă бюджет программипе юлашки вăхăтра тĕрлĕ тăрăхра обществăлла вырăнсем чылай хăтлăланчĕç. Çав шутра Малти Ишек территори пайĕнче те вырăнти инфратытăма лайăхлатакан ырă улшăнусем нумай пулчĕç программа ĕçлеме пуçланăранпа. Ку тăрăхра пурăнакансем хăйсен пуçарăвĕсене пурнăçа кĕртессипе округра чи хастаррисен шутĕнче. Кăçал та вĕсем активлăха чакармаççĕ - хăйсем умне пысăк тĕллевсем лартнă. Каламалла, ял çыннисем пĕрле канашласа тăратнă проектсем программăн конкурс суйлавĕ витĕр ăнăçлă тухнă, кăçал сакăр пуçарăва пурнăçа кĕртме патшалăх пулăшăвне тивĕçме пултарнă.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Август 2026 |
