Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Сывлăх патне утăм» проектне пурнăçланă май Вăрнар район тĕп больницин мобильлĕ бригади тăтăшах çула тухать. Округ центрĕнчен аяккарах пурăнакансене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерет. Акă, шур халатлă ĕçченсем Шĕнер Ишеке те çитнĕ.
Çак кун сывлăха 158 çын тĕрĕслеттернĕ. Тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕпе шĕнер-ишексем кăна мар, çывăх ялсенче пурăнакансем те усă курнă. Çынсем тĕрлĕ профильлĕ тухтăрсенчен çывăхрах - утăмрах - консультаци илме май пуррине хаклаççĕ. Кирлĕ анализсене те вырăнтах илеççĕ.
Ытларикун мобильлĕ бригада Çĕньял Хапăса та çитнĕ.
Елена ТОЛСТОВА
Август 2026 |
