Аслă ăрурисене - шулĕксенчен хÿтĕленесси çинчен

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.07.2026, 11:16 Просмотров: 81

Чăваш енре аслă ÿсĕмри çынсене киберхăрушсăрлăха вĕрентессипе активлă тимлеççĕ. Ятарлă уроксенче вĕсене мушенниксен «ĕç» схемисем çинчен каласа параççĕ тата компьютер ăслăлăхне вĕрентеççĕ.

Мартран пуçласа «Цифровая Россия» проект йĕркипе округсене социаллă ĕçченсем валли занятисем ирттернĕ. Халĕ вĕсен форматне анлăлатма йышăннă: лекторисене муниципалитетра пурăнакансене те чĕнеççĕ, чи малтанах - аслă ÿсĕмри граждансене.

Республикăн Цифра министерстви пĕлтернĕ тăрăх, акă, нумаях пулмасть «Цифровая Россия» тата «Старшее поколение» проектсен активисчĕсем йĕркеленĕ урока пĕр харăсах 300 çын хутшăннă. Вĕренÿ Социаллă фондăн республикăри уйрăмĕнче иртнĕ, видеоçыхăну майĕпе ăна округсенчи аслă ăру хутшăнăвĕсен 17 центрĕнче те пăхма пултарнă.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика