«Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕн задачисене тата «Единая Россия» партин «Сывă пуласлăх» программине пурнăçлани округсенчи медицина учрежденийĕсенчи кадрсен ыйтăвне татса пама пулăшать. Вăрнар район тĕп больницине çĕнĕ врач килнĕ. Сиплев учрежденийĕнче Галина Юрьевна Иванова фтизиатр «Земство тухтăрĕ» патшалăх программипе килĕшÿллĕн ĕçе вырнаçнă.
Галина Юрьевна туберкулезпа кĕрешекен службăра чылай çул ĕçлет. Халĕ вара Вăрнар тăрăхĕнче пурăнакансем те хулана каймасăрах пахалăхлă медицина пулăшăвне илме пултараççĕ.
Палăртмалла, «Земство тухтăрĕ» патшалăх программипе ĕçе вырнаçнă тухтăр пĕр хутчен тивĕçекен компенсацие илет. Унăн яллă тăрăхра пилĕк çултан кая мар ĕçлемелле.
- Эпĕ Вăрнар район тĕп больницин командин пĕр пайĕ пулнишĕн савăнатăп. Манăн тĕллев - сиплесси кăна мар, туберкулеза малтанхи тапхăрта тупса палăртса пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе çывăхрах тивĕçтересси, - тет Галина Иванова.
Вăрнар район тĕп больницин тĕп врачĕ Сергей Илюткин Галина Ивановăна сывлăх сыхлавĕнче професси çитĕнĕвĕсем тума суннă.
Елена ТОЛСТОВА
Август 2026 |
