Професси конкурсĕнче чи маттурри

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.07.2026, 11:17 Просмотров: 131

Ырă хыпар çитрĕ: пирĕн ентешĕмĕр, Çăкаллă Явăшра çуралса ÿснĕ Эдуард Петров, Пĕтĕм Раççейри экскаваторщиксен професси ăсталăхĕн конкурсĕн регионти тапхăрĕнче мала тухнă, тĕп парнене - 100 пин тенке тивĕçнĕ. Хастар çамрăк республика чысне çĕршыври ăмăртура хÿтĕлĕ. Унăн конкурса хутшăнакансем умне лартнă тĕллевсене туллин пурнăçлама тивĕ.

Экскаватор - мăнаçлă техника. Ăна пăхăнтарма ăсталăх шайĕ пысăк кирлĕ. Маттур çамрăка Чăваш ен ĕç министрĕ Алена Елизарова саламланă, малалла та професси шайĕнче çитĕнÿсем тума суннă. Ăмăртăва «Кадрсем» наци проектне тата «Ĕç çынни» федераци проектне пурнăçа кĕртнĕ май йĕркеленĕ.

Эдуард Петров виçĕ шăллĕпе йăмăкне паха тĕслĕх кăтартать. Пĕртăванĕсем маттур пиччĕшĕпе мăнаçланаççĕ. Ашшĕпе амăшĕшĕн те аслă ывăлĕ пысăк тĕрек. Эдуард Петровăн алли чăннипех ылтăн, пур ĕçе те пултарать.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика