Пулăшушăн наградăсене тивĕçнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.07.2026, 11:17 Просмотров: 85

Волонтерсен пысăк ĕçĕ чăннипех те мухтава тивĕç. Вĕсем килти ĕçсене пăхмасăр кашни кун салтаксене пулăшас тесе тăрăшаççĕ. Вĕсем те паттăрсем, тыл шанчăклăхĕ.

Тунтикун Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн Ĕç Мухтавĕн музейĕнче Малти Ишекри тата Уравăшри волонтерсен ушкăнĕсене чысланă. Вĕсем салтаксен пурнăçĕсене тăшман пульлинчен сыхлас тесе куллен маскировка сеткисем çыхаççĕ. 300-тен те иртнĕ вĕсем кашни хатĕрленĕ управ хатĕрĕсем. Унсăр пуçне фронтри ентешсем патне вун-вун посылка ăсатнă. Чи кирлĕ япаласемпе, ăшă сăмахсемпе. Çĕршер окоп çурти шăратнă. Ывăннине пăхмасăр...

Укçи-тенкине те хăйсемех пуçтараççĕ - пĕрчĕн-пĕрчĕн. Пулăшакансем пулсан савăнаççĕ...

Тылри ырми-канми ĕçшĕн хастарсене Чăваш енри тата Вăрнар округĕнчи Обществăлла палатăсен членĕ, «Офицеры России» организаци ертÿçи Станислав Афанасьев, заводăн соцтивĕçтерÿ управленийĕн пуçлăхĕ Евгений Захаров тав тунă.

Пулăшу ĕçĕнче активлăх кăтартнăшăн волонтерсем Чăваш Республикин Обществăлла палатин Тав çырăвĕсене тата «Офицеры России» обществăлла организаци ятĕнчен «За содействие СВО» медальсене тивĕçнĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика