Çанталăкĕ уяр. Хĕл каçмалăх выльăх апачĕ хатĕрлеме аван. Тÿпери сар хĕвелĕ йăл кулса пăхнă чух симĕс ĕççи те вăй илсе пырать. Аграри организацийĕсен уй-хирĕсем техника кĕрлевĕпе тулчĕç.
Утă, сĕтеклĕ апат çителĕклĕ пултăр тесе тăрăшаççĕ. Ĕçченсем уяр çанталăкăн кашни саманчĕпе туллин усă кураççĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе çыхăннă чăрмавсене сирсе ĕç тĕллевĕсене пурнăçлаççĕ.
Ял хуçалăхĕпе экологи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Вăрнар округĕпе илсен утă уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне нумай çул ÿсекен курăксене 3252 гектар çулнă. Хĕл хырăмĕ пысăк. Паллах, выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлесен аш-пăш, сĕт туса илесси те ÿсĕ. Хуçалăх касси те пуянланĕ. Предприяти аталану çулĕпе пырĕ.
Хальлĕхе сенаж траншейисем сĕтеклĕ апатпа 17946 тонна тулнă. Утă 2423 тонна, силос 2 пин тонна ытла янтăланă.
Симĕс курăка выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма та çулаççĕ. Кил хуçалăхĕсенче те симĕс ĕççи вăй илчĕ. Хастарсем выльăх-чĕрлĕх валли çителĕклĕ утă хатĕрлессипе çанă тавăрса ĕçлеççĕ. Акă, Кăкшăм тăрăхĕнче хăшпĕр маттурсем 5-6 пуç ĕне таран усраççĕ, сĕт сутса çемье бюджетне пуянлатаççĕ.
Елена ПОРФИРЬЕВА
Август 2026 |
