Вăрнарта - нумай ачаллă çемьесен республикăри форумĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.07.2026, 11:20 Просмотров: 84

Ĕнер, Çемье, Юрату тата Шанчăклăх кунĕнче, нумай ачаллă çемьесен республикăри форумĕ иртрĕ

Мероприятие Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, ĕç министрĕ Алена Елизарова, округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова, «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн директорĕ Владимир Свешников, республикăри Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева, Патшалăх Канашĕн председателĕ Леонид Черкесов, депутачĕсем Роман Алексеев, Николай Малов, Иртеменкасси чиркĕвĕн настоятелĕ Алексий Белов тата ытти ятлă-сумлă хăнасем хутшăнчĕç.

Мероприяти вăхăтĕнче тĕрлĕ лапамсем ĕçлерĕç: «социаллă контракт», «прокат пункчĕ», «нумай функциллĕ çемье центрĕ», «ача-пăча шанăç телефонĕ», «хевтесĕр ачасене пулăшасси», «Раççейри ĕç» кадр центрĕ» тата ытти те. Тухтăрсем - педиатрсем, стоматологсем, офтальмологсем - пациентсене йышăнчĕç.

Олег Николаев пухăннисене саламланă май, çемье кашни çыншăн тĕп пуянлăх пулнине палăртрĕ. Республика правительстви ачаллă çемьесене пулăшас мерăсене анлăлатсах пырать. Нумай ачаллă çемьесем уйрăм тимлĕхре, терĕ вăл. Паян çав йышра 24 пин ытла çемье.

Форума республикăри 70 çемье ачисемпе пĕрле хутшăнчĕ. Ĕçлев министерстви вĕсене валли пуян программа хатĕрленĕ. Тĕпре - Атăл тăрăхĕнчи округра пурăнакансен историйĕпе, пултарулăхĕпе тата йăлисемпе паллаштарасси.

Форумра хастар çемьесене савăнăçлă лару-тăрура чысларĕç.

Тĕплĕнрех - тепĕр номерте.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика