«Зарница» вăййинче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.07.2026, 08:44 Просмотров: 35

Кашни çулах Малтикас Ялтăра ялĕнче «Зарница» çарпа спорт вăййи иртет. Ăна йĕркелекенсем - çар ĕçĕсен ветеранĕсен канашĕн председателĕ Эдуард Матвеев тата хастар ентеш Александр Михайлов. Мероприятие тĕрлĕ çĕртен çар тумĕсем тăхăннă çынсем килчĕç. Шупашкартан йышлăнччĕ. Ачасем пĕтĕмпе 60-70-тен ытларах пулĕ. Çар вăййисене питĕ хастар хутшăнчĕç.

«Зарница» 10 сехетре пуçланчĕ. Клуб карти çумĕнче вăрăм сĕтел тавра вăрçăри хĕçпăшалсен куравне йĕркелерĕç. Граждан тата 2-мĕш тĕнче вăрçинчи экспонатсемпе паллаштарчĕç. Машинăсем те пĕр 30-ăн вырнаçса ларнă, салтак пăттине пĕçерме Шупашкартанах куçса çÿрекен «кухньăна» илсе килнĕ. «Зарница» вĕçленсен ачасене техĕмлĕ пăтăпа, мороженăйпа, лимонадпа сăйларĕç. Вĕсем савăнăçлă, кăмăллă пулчĕç. Мероприяти ял уявĕ йĕркелекен илемлĕ вырăнта иртрĕ. Ялти çынсем те пуçтарăнчĕç.

Чăрăшкас Хирлепри, Вăрманкасри культура çурчĕсенчи пултарулăх коллективĕсем концертпа килчĕç. 15 сехет тĕлне Шупашкартан артистсем çитрĕç. Пуçтарăннă çынсене ташă-юрăпа савăнтарчĕç. Уява Венера Прокопьева ертсе пычĕ. Мир хуçалантăр çĕр çинче, çынсене тата савăнăçлăрах пурăнма майсем малалла та пулччăр.

Нина ПАРАМОНОВА

Малтикас Ялтăра

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика