Кăçал Чăваш енри 1800 ытла предприниматель бизнеса аталантарма экспертлă пулăшу илме пултарнă. Çакă - республика правительстви бизнеса тĕрев памалли комплекслă система йĕркеленин лайăх кăтартăвĕ.
Пĕрремĕш çур çулта, акă, чăваш предпринимателĕсем «Мой бизнес» центр урлă 2254 тивĕçтерÿ илнĕ. Пулăшупа пĕчĕк тата вăтам бизнес представителĕсем хăйсен ĕçĕн аталанăвĕн тĕрлĕ тапхăрĕсенче усă курнă - çĕнĕ проектсене пуçарса янинчен пуçласа ĕçлекен компанисен калăпăшне ÿстерни таранах. Чи «популярлă» тивĕçтерÿсем - бизнеса аталантарассипе, продукцие сертификацилессипе, интернет-ресурссене тата харпăр хăй стильне йĕркелессипе тата консультаци парассипе çыхăннисем. Вĕренÿ программисемпе те кăсăкланни курăнать, вĕсем професси хăнăхăвĕсене татах та ÿстерме пулăшаççĕ.
Аса илтеретпĕр, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе тĕрев парасси «Тухăçлă тата конкурентлă экономика» наци проекчĕпе пурнăçланса пырать. Компанисем тивĕçтерÿсен хакĕн 50-90 проценчĕ чухлĕ компенсацие тивĕçме пултараççĕ.
Пĕлтерĕшлĕ отрасльсенче тимлекенсем валли вара уйрăмах çăмăллăхлă условисем пулнине каламалла. Вĕсем - тирпейлекен производствăсем, ИТ, наука тата туризм сферисем, социаллă предприятисем тата креативлă индустрисем. Ятарлă çар операцийĕн участникĕсемпе ветеранĕсем тата ĕçе пуçлакан предпринимательсем валли те финансировани виçи пысăкрах - тивĕçтерÿ хакĕн 90 проценчĕ таран.
Ирина ПЕТРОВА
Август 2026 |
