Ывăлăм, сана пурпĕрех кĕтетпĕр!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.07.2026, 08:46 Просмотров: 38

Манăн ывăлăм, Юрий Георгиевич Фадеев, 1994 çулхи пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин географи центрĕнче - Уравăшра - çут тĕнчене килчĕ. Тăван ял сĕткенĕпе çирĕп вăй-халлă ÿсрĕ. Мĕн пĕчĕкренех хастарлăхпа палăрчĕ. Ырă кăмăллă та сăпайлă, пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пултарнăран тус-юлташĕ те чылайччĕ унăн.

Юрăн шкул вăхăчĕсем Вăрнар поселокĕнче иртрĕç. Унăн юратнă предмечĕ физкультурăччĕ. Вăл йывăр атлетикăпа, туризмпа кăсăкланчĕ. Шкул, район, республика шайĕнчи ăмăртусене хутшăнчĕ. Юра яланах техника енне туртăнатчĕ. Çавăнпа та 2013 çулта Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкултан вĕренсе тухсан «механик» профессине алла илчĕ.

Çак çулах Раççей çар ретне тăчĕ, служба Чита тăрăхĕнчи Песчанка поселокĕнче вырнаçнă танк çарĕсенче иртрĕ. Юра механикчĕ. Ăна пысăк çар машинине шанса панă. Çар служби ывăлăн кăмăл çирĕплĕхне туптама, яваплăхне ÿстерме пулăшрĕ. Кĕçĕн сержант званийĕпе киле таврăнчĕ. Автомашинăсен мастерскойĕнче ĕçлеме пуçларĕ. Ывăлăм шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçларĕ. Велосипеда, скутера, мотоцикла, ытти техникăна юсама ăсталăх çитерчĕ. Алли кирек мĕнле ĕç патне те пынă унăн. Кÿршĕсене, юлташĕсене, пурне те пулăшма хатĕрччĕ. Мĕн тери ырă кăмăллă, уçă чунлă, тăрăшуллă çамрăкчĕ.

Юрий техникăпа кăна кăсăкланман. Çутçанталăка юрататчĕ. Кашни кунпа савăнма пĕлетчĕ. Ăна юханшыв тăрăх кимĕпе ишнине, вăлтапа пулă тытнине, пушă вăхăтра тусĕсемпе вăрман хĕрринче каннине асăрхатчĕç. Юлташĕсем ывăлăма шанчăклă, сăпайлă, кăмăллă пулнишĕн питĕ хаклатчĕç. Ун тавралла ырă çынсем нумайччĕ.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Çак йĕркесене чун-чĕре витĕр кăларса çыртăм эпĕ,

СВО участникĕн

Юрий Фадеевăн амăшĕ

Марина ФАДЕЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика