Вăрнар округĕнче ятарлă çар операцине пулăшасси пĕр самантлăха та чакмасть. Волонтерсен пысăк пайĕ, пĕлетпĕр ĕнтĕ, маскировка сеткисем çыхас енĕпе тăрăшать.
Районти культура çуртĕнче вырнаçнă пунктра тимлекенсен, ак, иртнĕ эрнере çавра цифра çырăнчĕ - вĕсем станок çинчен 600-мĕш сете антарчĕç. Кашниех ăнланма кирлĕ ĕнтĕ, ку ахаль цифра кăна мар - пысăк чунлă çынсен кашни кунхи паттăрла ĕçĕ. Волонтерсен те çемйисем, ачи-пăчи, мăнукĕсем пур, вĕсем пахчаçимĕç те çитĕнтереççĕ, выльăх-чĕрлĕх те усраççĕ. Халь, çуллахи вăхăтра, пахча-анкартинче те ĕç нумай, хĕллене валли банкăсем те хупмалла, уттине те хатĕрлемелле... Вĕсем вара, хастар чĕреллĕ çынсем, ырă та кирлĕ ĕç валли кашни кун вăхăт тупма тăрăшаççĕ.
Сеткăсем çыхнисĕр пуçне ушкăна пĕрлешнисем салтаксем патне вун-вун посылка ăсатнă. Вĕсенче - çар вырăнĕнче кирлĕ япаласем: пурнăç браслечĕсем, кĕпе-йĕм, гигиена хатĕрĕсем, апат-çимĕç тата ытти те.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Август 2026 |
