Вĕри чĕреллисене пĕрлештерет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.07.2026, 08:51 Просмотров: 32

Хĕрарăмсен республикăри союзĕн председателĕ Наталья Николаева пирĕн тăрăхра пулнă май, Вăрнар енĕн хастар пикисемпе те тĕл пулма вăхăт тупрĕ 

Паянхи кун Чăваш енре хĕрарăмсен юхăмне аталантарассине пысăк тимлĕх уйăрнă. Наталья Алексеевна ун йышĕнче чăннипех те хастар, тĕллевсем патне туртăнакан вĕри чĕреллĕ çынсем пулнине палăртрĕ. «Вĕсем ĕлĕкхилле пуçа чиксе мĕскĕнленме пăрахни, хăйсене кăтартма пĕлни, пур енлĕн аталанма тăрăшни савăнтарать», - терĕ вăл.

Наталья Николаева республикăри Хĕрарăмсен союзĕ обществăлла активлă пулнине чылай тĕслĕхпе çирĕплетрĕ. Паян этемлĕхĕн илемлĕ çурри тĕрлĕ отрасльте ăнăçлă ĕçлет, харпăр хăй ĕçĕнче чыс-хисеп çĕнсе илнĕ. Унсăр пуçне вĕсем ыркăмăллăх акцийĕсене, тĕрлĕ проектсене хутшăнса активлăх кăтартаççĕ. Хальхи вăхăтри ырă ĕçсенчен пĕри вара – ятарлă çар операцине пулăшасси. Паян вун-вун хĕрарăм вăхăтне тата вăйне шеллемесĕр ывăлĕсене, мăшăрĕсене, мăнукĕсене, пĕлĕшĕсене пулăшас тесе тăрăшать.

Хĕрарăмсен союзĕн Вăрнарти уйрăмĕ те тĕрлĕ направленипе ĕçлет: çемье, экологи, патриотизм, краеведени, спорт, кăмăл-сипет, ыркăмăллăх мероприятийĕсене пĕрлештерет. Вĕсем пирки Анастасия Кириллова ертÿçĕ каласа кăтартрĕ. Юхăма организацисенче ĕçлекенсене ытларах явăçтарасси тĕпре. Кăçал, ак, Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче, Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче, округ администрацийĕнче пирвайхи организацисене туса хунă. Вĕсем пысăк хастарлăхпа ĕçлеме те тытăнчĕç ĕнтĕ. Ыркăмăллăх акцийĕсене хаваспах хутшăнчĕç. Хастарсем çамрăк ăрăва ырă тĕслĕх кăтартса тăван тăрăха кирлĕ çынсем ÿстерессине, ашшĕ-амăшĕпе ачисен хутшăнăвне тĕрĕс йĕркелессине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Хĕрарăмсен республикăри союзĕн председателĕ Наталья Николаева хăйсем йĕркелекен мероприятисем пурте хĕрарăмсен статусне çĕклес тĕллевлине палăртрĕ, çавăнпа та вĕсене хастартарах хутшăнма ыйтрĕ. Маттуррисене Тав хучĕсемпе тата ятарласа хатĕрленĕ Союз логотипĕллĕ тутăрсемпе чысларĕ. Вĕсене Елена Шарипова, Нэлли Стеклова, Наталия Дмитриева, Елена Мышкина илчĕç.

Тĕлпулу Вăрнарти тĕп библиотекăра иртнĕ май, Наталья Алексеевна ун ĕçĕ-хĕлĕпе те паллашрĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика