Обществăлла асăрхав ĕçлĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.07.2026, 08:52 Просмотров: 35

Вăрнар округĕнче суйлав кампанийĕ мĕнле пынине сăнаса тăрас тĕллевпе обществăлла асăрхавăн территори штабне ?ТШОН% йĕркелерĕç.

Кăçалхи сентябрĕн 18-20-мĕшĕсенче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсене тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйлăпăр. Çавна май маларах республикăра обществăлла сăнавăн штабне туса хунă. Ку пĕрлĕх йышне Обществăлла палата членĕсемпе пĕрлех Чăваш енри эксперт клубĕн членĕсем, Раççей юрисчĕсен ассоциацийĕн республикăри тата округсенчи представителĕсем те кĕреççĕ.

Иртнĕ эрнере ТШОН-а округри Обществăлла палата никĕсĕ çинче уçрĕç. Ун председателĕ пулма Ирина Кошкинана шанчĕç. Ĕç ушкăнĕсене палăртрĕç. Штабăн тĕп тĕллевĕ - суйлав процесĕ тĕрĕс те уççăн иртнине тивĕçтересси.

Общественниксем патне видеоçыхăну мелĕпе хутшăннă май, Чăваш Республикинчи обществăлла сăнав штабĕн ертÿçи Елена Кузьмина сăнавçăсен пысăк ушкăнĕ суйлавçăсен прависене хÿтĕлес, сасăлав кунĕсенче суйлавăн саккунлăхне, уççăнлăхне тата тĕрĕслĕхне тивĕçтерес енĕпе тĕллевлĕ ĕçлессине палăртрĕ.

ТШОН Вăрнарти тĕп библиотека ?Ленин урамĕ, 43-мĕш А çурт% никĕсĕ çинче ĕçлĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика