16-мĕш ача çуралнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.07.2026, 08:52 Просмотров: 36

Раççейре питĕ маттур хĕрарăмсем пур иккен. Акă, Мускаври 46 çулти Елена Ильючик 16-мĕш ача çуратнă.

Çемьене тăххăрмĕш ывăл çут тĕнчене килнĕ, çавăн пекех 7 хĕр çитĕнет ĕнтĕ - амăшĕпе тин çуралнă пепки хăйсене аван туяççĕ.

Еленăн «Ача амăшĕн мухтавĕ» орден та пур. Вăл хăй те пысăк çемьере ÿснĕ. Вĕсем тăхăр пĕртăван çитĕннĕ, унсăр пуçне Еленăн тăван амăшĕ тата çичĕ ачана усрава илнĕ.

Амăшĕ пуласси – хĕрарăмăн чи пысăк тивĕçĕ. Ачисене ĕмĕр тăршшĕпе вĕçĕмсĕр юратупа, тимлĕхпе, ырлăхпа çупăрлаççĕ çĕнĕ чунсене çут тĕнче парнелекенсем. Çемьери, обществăри чи ырă йăла-йĕркене тĕпе хурса Тăван çĕршывăн тивĕçлĕ гражданинĕсене çитĕнтерекенсене пысăк чыс!

Елена Ильючик пек хĕрарăмсем пулсан регионсенче демографи лару-тăрăвĕ те лайăхланмалла.

«Çемье вăл - юрату, пĕр-пĕрне ăнланни, пулăшни. Пысăк çемьере вара ачасем пĕр-пĕрне ытларах хаклама вĕренеççĕ», - тенĕ Елена.

«Киле çитсен сана туслă çемье кĕтсе илни мĕн тери пысăк телей», - палăртнă мăшăрĕ Валерий.

Елена ТОЛСТОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика