Хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.07.2026, 10:39 Просмотров: 37

Вут-çулăм сиенĕнчен, пушарсенчен, ытти хăрушлăхсенчен мĕнле сыхланмалла, инкек тухас-тăк хăвна мĕнле тытмалла... - çак пĕлтерĕшлĕ ыйтусем тавра нумаях пулмасть Вăрнарти тĕп библиотекăра кăсăклă та пуриншĕн усăллă калаçу иртнĕ.

Тĕлпулăва уйрăмах хÿтлĕх кирлĕ ушкăнрисене - аслă ăрурисене, «кĕмĕл» волонтерсене тата сывлăх тĕлĕшĕнчен хевтесĕр çынсене - чĕннĕ. Вĕсене профилактика мерисене, пĕр-пĕр инкеклĕ лару-тăрура кирлĕ хÿтĕлев мелĕсене вĕрентекенĕсем вара - тĕрлĕ ведомствăсен сотрудникĕсем. Мероприятие Вăрнарти халăха социаллă тивĕçтерÿсем кÿрекен центр йĕркеленĕ.

Хальхи вăхăтра, лару-тăру лăпкă маррине кура, çынсемшĕн хăрушлăх сахал мар. Калаçăвăн тĕп темисенчен пĕри, акă, пилотсăр вĕçев аппарачĕсем кăларакан хăрушлăхран сыхланасси пулнă. Вĕсене асăрхасан е тапăну пулсан мĕн тумаллине пухăннисене Гражданла хÿтĕлевĕн вĕрентÿпе методика центрĕн директорĕ Александр Швед тĕплĕн ăнлантарнă. Кун пек чухне пăлханса çухалса кайма юраманнине, çăлав службисен сĕнĕвĕсене лăпкăн тата тĕрĕс пурнăçламаллине палăртнă вăл.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика