Мĕнпур территори пайĕсенче халĕ - пысăк çĕнетÿсен вăхăчĕ. Кашнинчех «Ниме - халăх бюджечĕ» программăпа палăртнă хăтлăх ĕçĕсем хĕрÿ пыраççĕ. Аса илтеретпĕр, пирĕн округра кăçал ку программа пулăшнипе 106 проект пурнăçа кĕмелле: çулсем сарассинчен пуçласа Астăвăм палăкĕсене вырнаçтарасси таранах. Чылай объектра ĕçсене вĕçленĕ те ĕнтĕ.
Çарăклăсен те, акă, савăнмалăх сăлтав пур. Кунта нумаях пулмасть пуçаруллă икĕ проектпа ирттернĕ ĕçсене хакласа йышăннă. Вĕсене те «Ниме - халăх бюджечĕ» проекта хутшăнса пурнăçланă.
Ялшăн паха çĕнетÿсем вара куç умĕнчех. Юсав хыççăн Çарăклăри клубăн фасачĕ чиперленсе улшăннă. Чÿречисене те вĕр çĕннисемпе ылмаштарнă, халĕ пÿлĕмсенче çутăрах та, хăтлăрах та. Хĕллехи вăхăтра ăшăрах та пулĕ.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Август 2026 |
