Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Сав-
ватий пилленипе утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкар епархине хăватлă ĕçсем тăвакан çветтуй Николайăн ?Николай Чудотворецăн% çĕрмен ÿчĕн чи пысăк пайне илсе килнĕ.
Ковчегра сăваплă япаларан тухакан миро çăвĕпе йывăç тупăкăн пайĕ те пулнă. 1087 çулта шăпах та çак тупăкра Çветтуйăн ÿтне Мирăран Италири Бари хулине куçарнă.
Аслă сăваплăха Шупашкарти Введени соборĕнче кĕтсе илнĕ. Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республика çыннисемпе пĕрле ăна чысласа пуç тайнă. Савватий митрополит литурги ирттернĕ.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Елена ГРИГОРЬЕВА
Август 2026 |
