Çемье хаклăхĕсене упраса

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.07.2026, 10:40 Просмотров: 33

Авалтанпа халăх йăли-йĕрки, уявĕ чăвашсен ăс-хакăлĕн культурин уйрăлми пайĕ пулнă, халĕ те çаплах.

Чăваш Республикин Наци библиотеки пуçарса янă «Арча: çемье хаклăхĕсен управçи» проектпа килĕшÿллĕн Малтикас Ялтăра библиотекинче «Çемье тымарĕсем, чăваш эткерĕ» таврапĕлÿ сехечĕ иртнĕ.

Мероприятие Егоровсен çемйине чĕннĕ. Хăнасем йăх-несĕлĕмĕрсен иртнĕ кун-çулне аса илнĕ. Пирĕн пата тĕрлĕ легендăсем, юмахсем çитнĕ. Халăхăн ăслăлăхне упракан, çемье çинчен калакан ваттисен сăмахĕсемпе каларăшĕсем те чылай. Тĕлпулура вĕсене те аса илнĕ. Çавăн пекех мероприятие хутшăнакансем хăйсен çемйинче халĕ те ирттерекен йăла-йĕрке пирки каласа кăтартнă.

Çемье вăл - кашни çыннăн пурнăçĕнче чи пĕлтерĕшли, чи хакли. Шăпах кунта эпир пĕр-пĕрне хисеплеме, туслăха хаклама, ĕçлеме юратма вĕренетпĕр.

Елена ТОЛСТОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика