Туслă йышпа - ял уявĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.07.2026, 10:40 Просмотров: 35

Июлĕн 12-мĕшĕнче православи тĕнне ĕненекенсем Петрпа Павел çветтуй апостолсен кунне паллă тăваççĕ. Чăвашсем те Питрав уявне тус-тăвансемпе, ял-йышпа пĕрле пухăнса, савăнса, юрласа ирттереççĕ. Пирĕн округра çутă уява, унпа пĕрле Ял кунне Хурăнсур Çармăс тăрăхĕнче анлăн паллă тăвасси йăлана кĕнĕ. Кăçал та ку ялăн хастарĕсем ентешĕсене пысăк праçникпе савăнтарнă.

Тĕп мероприятисем июлĕн 11-мĕшĕнче Раççей Геройĕн Федор Кузьминăн ячĕпе хисепленекен культура, сывлăха çирĕплетмелли центрта иртнĕ. Центр заведующийĕ Михаил Кузьмин тата «Хорнзор» ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçи Михаил Максимов Ял кунĕпе саламланă. Сцена çинче Канаш округĕнчи «Енĕш ен» фольклор коллективĕ тата Саратов облаçĕнчен килсе çитнĕ Фадеевсен çемье дуэчĕ кăмăла çĕклекен юрăсем шăрантарнă. Куракансем вĕсемпе пĕрле юрласа-ташласа савăннă. Артистсене тăвăллăн алă çупса чысланă. Чăваш йăли-йĕркисене упраса аталантарас ĕçе сумлă тÿпе хывнăшăн «Енĕш ен» коллектив округ пуçлăхĕн Надежда Никандрова ятĕнчен Тав çырăвне тивĕçнĕ. Концерт хыççăн кăмăл пуррисем интереслĕ вăйăсемпе конкурссене хутшăнса киленнĕ. Уява йĕркелекенсем хăнасене техĕмлĕ шÿрпепе сăйланă. Каç пуличченех таврара юрă-кĕвĕ сасси янăранă.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика