Июлĕн 17-мĕшĕнче «Фольклорăн пĕрлехи кунĕ» пĕтĕм Раççейри акци 6-мĕш хут иртрĕ. Кăçал ăна Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне халалланă. Акци йĕркипе Шупашкар округĕнчи «Ясна» этнокомплексра анлă уяв мероприятийĕсем иртнĕ. Унта 6 округри çамрăксен фольклор коллективĕсем хутшăннă, çав шутра вăрнарсем те.
Районти культура çурчĕ çумĕнчи «Хăват» ушкăн виççĕмĕш çул ĕнтĕ республикăри фольклор уявĕсенче пултарулăхĕпе палăрать. Çамрăксен коллективне пысăк опытлă чăн-чăн профессионалсем ертсе пыраççĕ - Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Галина Васильева тата аккомпаниаторĕ Олег Семенов. «Хăват» ушкăн Вăрнар округĕн чысне тивĕçлипех хÿтĕлет. «Ясна» этнокомплексра çамрăксем хамăр тăрăхри халăх юррисене юрланă, тематикăлла конкурссенче чăвашсен историне тата йăли-йĕркине лайăх пĕлнине кăтартнă. Çав вăхăтрах ыттисен опычĕпе те паллашнă.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Оксана СЕМЕНОВА
Август 2026 |
