Уравăшри ятлă-сумлă ветеран Мария Алексеевна Кузьмина 97 çул тултарнă!
Мария Алексеевнăн ĕç биографийĕ тăван ялти фермăран пуçланнă. Воркутари шахтăра нумай çул вăй хунă. Хаяр Çурçĕр климачĕ унăн кăмăлне тата çирĕплетме пулăшнă. Халĕ Мария Кузьмина тăван ялĕнчех пурăнать, çывăх çыннисен юратăвĕпе тимлĕхне туйсах тăрать.
Менелникпе ăна округ пуçлăхĕн çумĕ Ирина Казенова саламланă, çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хăват, ăраскаллă кун-çул суннă. Уравăш клубĕн ертÿçи Вероника Илларионова илемлĕ юрă-кĕвĕ шăрантарса ветерана савăнтарнă.
Август 2026 |
