Муниципалитетсем хушшинчи «Вурнарский» пайăн коллективĕ округра пурăнакансен хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе тата обществăлла йĕркелĕхе асăрхаса тăрассипе тĕллевлĕ тим-лет, мĕнпур саккунсемпе право требованийĕсем пурнăçланнине çирĕп тĕрĕслевре тытать.
Çакна Вăрнар полицейскийĕсем хăйсен ĕç-хĕл çитĕнĕвĕсемпе республикăра малтисен шутĕнче пулни те çирĕплетет. Чăваш енри Шалти ĕçсен министерствин хаклав рейтингĕнче кăçалхи çур çулта вăрнарсем иккĕмĕш вырăнта.
Кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенчи оперативлă-служба ĕç-хĕлне вара «Вурнарский» пайăн коллективĕ иртнĕ эрнере Чăваш ен ШĔМ-ĕн полицин участоксенчи уполномоченнăйĕсен тата çула çитменнисемпе тимлекен подразделенисен ĕçне йĕркелекен пайĕн пуçлăхĕ Виктор Комаров полици полковникĕ ертсе пынипе пĕтĕмлетрĕ. Канашлăва çавăн пекех округ пуçлăхĕн заместителĕ Алексей Фирсов тата Вăрнар район прокурорĕн заместителĕ Елена Дмитриева та хутшăнчĕç.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Август 2026 |
