Хаклав - тĕрлĕ енпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.07.2026, 10:42 Просмотров: 37

Чăваш ен Правительстви Сывлăх сыхлавĕн министерствин пуçарăвĕпе «Доступная поликлиника» çĕнĕ проекта ĕçе кĕртме тытăннине пĕлтерет. Унпа килĕшÿллĕн кашни эрнерех регионти пĕр медицина организацийĕ анлă хаклав витĕр тухĕ.

Палăртнă тăрăх, тишкерĕве сывлăх сыхлавĕн министрĕ, «Сывă пуласлăх» проектăн волонтерĕсем, общественниксем, перекетлĕ технологисем енĕпе тимлекен специалистсем ирттерĕç. Вĕсем регистратурăсемпе call-центрсен ĕçне, персонал пациентсемпе мĕнле хутшăннине, йышăнăва çырăнма электрон слотсем пуррине, кĕтев вăхăтне, пациентсен юхăмне мĕнле йĕркеленине хаклĕç. Çавăн пекех пациентсен шухăшĕ-сĕнĕвĕсене ыйтса пĕлме те пăхнă.

Кунашкал тишкерÿсен кăтартăвĕсем тăрăх кашни поликлиникăн тухăçлăхне ÿстермелли плансене хатĕрлĕç. Пĕрремĕш тĕрĕслевсене Шупашкарти больницăсем тухĕç.

Ирина ПЕТРОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика