Санавиацин каллех вĕçеве тухма тивнĕ.
Улатăр больницинчен пациента пĕрре-мĕш пулăшу панă хыççăн республикăри клиника больницине сиплеме çитернĕ. 77-ти арçыннăн тепĕр хут миокард инфаркчĕ пулнă.
Пациентăн кăкăр кăшкарĕ тĕлĕнче хытă ыратнă, сатураци пĕчĕкленнĕ. 10 çул каялла арçынна инфаркт çапнă пулнă.
Чĕре-юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешесси «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕн тата партин «Сывă пуласлăх» проекчĕн тĕп задачисен шутне кĕрет. Пурнăçпа вилĕм хушшинче тăракан пациентсене санавиаци пулăшнипе кĕске вăхăтра тĕп хулари медицина учрежденийĕсене илсе çитереççĕ.
Анчах та çакна асра тытăр. Тухтăрсемпе медсестрасем этеме çăлассишĕн мĕнпур вăя хураççĕ-ха, пациентсен те хăйсен сывлăхне упрама тăрăшмалла, харпăр хăй тĕллĕн сипленмелле мар. Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх, кăкăр кăшкарĕ тĕлĕнче ыратсан, сывлăш пÿлĕнсен, вăй-хал пĕтсен тÿрех васкавлă пулăшу чĕнмелле е тухтăр патне каймалла.
Елена ТОЛСТОВА
Август 2026 |
