Мухтавлă ентешĕмĕре - 100 çул

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.07.2026, 10:43 Просмотров: 74

Чăваш енре патшалăх тата парти ĕçченĕ Илья Прокопьев çуралнăранпа 100 çул çитнине паллă тума хатĕрленеççĕ. Тĕп мероприятисем утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче иртĕç.

Илья Павлович Чăваш ене 15 çула яхăн ертсе пынă. Вăл Вăрнар районĕнчи Мачамăш ялĕнче 1926 çулхи утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тата совет-яппун вăрçине хутшăннă. 1974-1988 çулсенче Илья Павлович КПСС Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă. Унăн ячĕпе Шупашкар ГЭС-ĕн, трактор завочĕн, «Куç микрохирургийĕн» строительствисем çыхăннă. Илья Прокопьев 2017 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлнă.

Утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче Шупашкарти Наци вулавăшĕ умĕнче Илья Прокопьевăн пурнăçĕпе ĕç-хĕлне халалланă ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртĕ. Çавăнтах курав ĕçлĕ. Богдан Хмельницкий урамĕнчи 1-мĕш масар çинче Илья Прокопьевăн палăкĕ патне чечексем хурĕç. «Çĕнĕ хула» микрорайонта, ун ячĕпе хисепленекен урамра, мероприятисем иртĕç.

Тĕплĕнрех - çитес номерте.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика