Пирĕн аграрисем республикăра чи лайăххисен шутĕнче. Ĕç кăтартăвĕсем тăрăх, Вăрнар округĕнчи тăхăр ял хуçалăх предприятийĕ сумлă «Агро-100» клуба кĕме тивĕçнĕ! Чи маттуррисене «Уй-хир кунĕ - 2026» куравра чысланă.
Рейтингра «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционерлă общество ?гендиректорĕ - Николай Аливанов% 6-мĕш вырăн йышăннă. Предприяти ял хуçалăх отрасльне аталантарассипе курăмлă ĕçлет, сысна, мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетет. Тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене çитĕнтерет.
Çавăн пекех 100 чи лайăх предприяти йышне Карл Маркс ячĕллĕ, «Мураты», «Янгорчино», «Луч», «Победа» кооперативсем, «Санары», «Кольцовка», «Агрохмель» агрофирмăсем кĕнĕ. Ял хуçалăх организацийĕсем выльăх-чĕрлĕх, ÿсентăран отраслĕсенче курăмлă ĕçлеççĕ, çĕнĕ технологисене çул параççĕ. Ĕçченсенчен тытăнса ертÿçĕсем таранах хисепре.
Аграри тытăмĕнче тăрăшакансем професси ăсталăхне пула çултан-çул пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. Вĕсем хастарлăха чакарманран пирĕн сĕтелсем çинчен çăкăр-тăвар татăлма пĕлмест.
Ял хуçалăх производствине аталантарассипе ырми-канми тăрăшакансене «Уй-хир кунĕ - 2026» куравра савăнăçлă лару-тăрура чысланă. Карл Маркс ячĕллĕ кооперативăн тĕп бухгалтерĕ Марина Шумилова «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
Елена ТОЛСТОВА
Август 2026 |
