Вейпсене сутма чарасшăн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.07.2026, 11:24 Просмотров: 38

2027 çулхи март уйăхĕнчен Чăваш Республикинче вейпсене сутма чарма палăртаççĕ.

«Табак продукцине тата никотин пур продукцине Чăваш Республикин территорийĕнче сутассине патшалăх йĕркелени çинчен» калакан саккун проектне хатĕрленĕ. Чару электрон сигаретсемпе вĕсем валли кирлĕ хатĕрсене пырса тивет. Çавăн пекех саккун проекчĕпе килĕшÿллĕн никотин пур продукцине обществăлла вырăнсенче - ача-пăча лагерĕсем вырнаçнă çуртсенче, социаллă тивĕçтерÿ учрежденийĕсенче, официаллă майпа спорт ăмăртăвĕсене ирттернĕ çĕрте, кану зонисенче тата пляжра, вĕрентÿ учрежденийĕсен çывăхĕнчи территорисенче - сутма юрамасть. Саккуна йышăнсан чару магазинсене те, киосксене те - суту-илÿн пĕтĕм точкисене пырса тивĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика