Çырла фестивалĕ хăнасене йыхравлать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.07.2026, 11:25 Просмотров: 98

Чăваш Республикинче 4-мĕш хут Çырла фестивальне йĕркелеççĕ. Хăнасене августăн 1-мĕшĕнче Шупашкарта, «Пехет» агромаркетра, августăн 2-мĕшĕнче «Ивушка» питомник территорийĕнче ?Шупашкар округĕ, Хыркасси ялĕ% кĕтеççĕ.

Фестиваль программинче - семинарсем, мастер-классем, экскурсисем, çырласен ярмăркки, концерт тата ыт.те. Сад тата çырла ăстисем хăйсем ÿстернĕ çырлана кăтартĕç, ăна тата ун тĕмĕсене сутĕç. Пĕр-пĕрин паха опычĕпе, çитĕнĕвĕсемпе паллашĕç. Мероприятине сумлă хăнасене - федераци тата тĕнче шайĕнчи экспертсене чĕннĕ. Вĕсем ыйтусем çине хуравлĕç, çырла тата пахчаçимĕç отраслĕнчи çĕнĕ тенденцисем пирки каласа кăтартĕç. Фестивалĕн пĕр лапамĕнче ача-пăча медиацентрĕ ĕçлĕ. Хăнасем хушшинче парнесем выляттарĕç, ăсталăх конкурсĕсен çĕнтерÿçисене чыслĕç.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика