Çĕнĕ сăвăсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.07.2026, 11:25 Просмотров: 102

Иртнĕ кун

Кунĕпех хăратрĕ тĕксĕм пĕлĕт,

Тавралла кара-кара илсе.

Кăнтăр кунĕн курнă евĕр тĕлĕк,

Тÿпене сăнарăм шикленсе.

Кăнтăр-хĕвелтухăç йăлт картланчĕ,

Ăмăрланчĕ вăхăтлăх тÿпе.

Кăра çилĕ тулашса тапранчĕ,

Каснă евĕр пĕлĕте хĕçпе.

Йывăç-курăка та шеллемерĕ,

Хыт лăскарĕ хÿтлĕхсĕр çурта.

Вăрахчен вăл чарăнма пĕлмерĕ,

Хăть ума ларт сăхсăхса çурта.

Çумăрĕ вара кăштах шелленĕн,

Шалкăмах çумарĕ вăрахчен.

Çийĕнчех тата мана хĕрхеннĕн,

Аякка çухалчĕ çĕрлеччен. .

Лиана ГРИГОРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика