Ĕç те вĕç!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.07.2026, 11:26 Просмотров: 100

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче кашни организацирех плана ирттерсе тултарасшăн çуннă, КПСС-ăн черетлĕ съездне е пысăк уява тивĕçлĕ кĕтсе илме тăрăшнă. Парти ертÿçисем маттуррисене мухтанă, кайра пыраканнисене юнанă.

Куславккара вырнаçнă пĕр предприятин ĕçĕ-хĕлĕ тĕрлĕрен пулса пынă: куçса çÿрекен ялава та тивĕçнĕ кунти ĕçченсем, премисĕр те тăркаласа юлнă.

Октябрь уявĕ çывхарса килнĕ. Завод директорĕн кăмăлĕ пăсăк пулнă. Тĕп экономист пĕлтернĕ тăрăх, вĕсен мухтанмалли çук: пĕлтĕрхипе танлаштарсан продукци туса кăларасси ÿсес вырăнне... чакнă! Куншăн, паллах, пуçлăха пуçĕнчен никам та шăлмĕ.

- Виçĕ, тăватă смена ĕçлеттерĕр рабочисене, анчах та плана тултарнă пултăр! - чышкипе сĕтеле чышсах вăрçрĕ Петĕр Иванăч цех начальникĕсене ирхи канашлура.

- Виçĕ смена тетĕр... - терĕ пĕри, хăюллăраххи. - Пĕрремĕш сменăрах чылайăшĕ ÿсĕр. Ĕçе мухмăр чĕртсе килеççĕ.

Пуçлăх хăй илтнине ĕненмесĕр лешĕн çине пăхрĕ.

Тĕплĕнрех – хаçатра.

Валентин Константинов

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика