Пĕтĕм тĕнчери сывлăх организацийĕн кăтартăвĕсем тăрăх, çĕр çинче пурăнакансен 3 проценчĕ наркоманин усал капкăнне çакланнă. Раççейре кăтарту кăшт пĕчĕкрех, сиенлĕ хутăш витĕмне кĕрсе ÿкнисем 1 процента яхăн. Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикин наркологи диспансерĕнче наркоманипе чирлĕ 550 çын, Шупашкар хулинче 365 çын шутланса тăрать. «Çамрăксем наркотик сутакансен серепине лекни, наркăмăша пула вилни – 21-мĕш ĕмĕр инкекĕ», - тет Чăваш енĕн тĕп наркологĕ Ирина Булыгина.
Наркотик пуç миминчен пуçласа организмăн пур органне те пĕтерет. Çак наркăмăш çын информацие тĕрĕс мар ăнланнинчен пуçланать, шухăшлава, ăс-тăна, тимлĕхе пĕтĕмпех пăccа яни патне çитерет. Çын хăйне хăй тĕрĕслесе тăма пăрахать, наркотик йышăнсан кăна тĕнчере савăнăç пур пек туйăнать ăна. Ку, паллах, тĕрĕc мар. Наркотике пĕр хутчен тутанни те организма каялла тавăрма çук сиен кÿрет.
Тĕплĕнрех – хаçатра.
Алевтина АНДРЕЕВА,
врач-психиатр-нарколог
Август 2026 |
