Тухтăр сĕнĕвĕсене пăхăнмалла

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.07.2026, 11:27 Просмотров: 41

Чир-чĕр çын организмне тем тĕрлĕ сиен кÿме пултарать. Шел те, ураран ÿкерни, вырăнпа вырттарни таранах. Ун пек çынсене пăхасси те çăмăл мар.

Выртакан пациентсене аптратакан пулăмсенчен пĕри вăл - ÿт-тир шăтни ?пролежни%. Вăл вăрах выртнă пирки кĕлетке пусăмĕпе тата тĕртĕмсенче юн куçасси пăсăлнипе пулать. Кун пекки инсульт, операцисем, йывăр сурансем, тĕп нерв системин чирĕсем хыççăн выртакан пациентсен тăтăшрах аталанать.

Ÿт шăтнине асăрхаттарма çак сĕнÿсене пăхăнмалла:

Тĕртĕмсене тивекен пусăма чакармалла. Уйрăмах шăмă ÿтпе çывăх вырăнсене тиеве пĕчĕклетни пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем - вĕче шăмми, купарча, ура кĕлли, хул калакки, чавса, ĕнсе, пĕçĕн тулаш енĕ тата сутана шăммин таврашĕнчи вырăнсем.

Тĕплĕнрех – хаçатра.

Виктория ВАСИЛЬЕВА,

медицина

профилактикин кабинечĕн медицина сестри

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика