Чи кăткăс ĕçсемпе тимлеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.07.2026, 11:27 Просмотров: 42

Июлĕн 25-мĕшĕнче Раççейре Следстви органĕсен сотрудникĕн кунне паллă турĕç. Професси уявне çĕршыв Правительствин йышăнăвĕпе 2013 çулта çирĕплетнĕ. Çак датăна суйлани ăнсăртран мар: шăпах 1713 çулхи июлĕн 25-мĕшĕнче Петĕр патша М.И.Волконский гварди майорĕн следстви канцелярине туса хуни çинчен Указ кăларнă. Унтанпа 300 çул ытла хыçала юлнă, следстви органĕсен тытăмĕнче те улшăнусем чылай пулса иртнĕ.

Хальхи вăхăтра мĕнле пурнăçланса пырать-ха следовательсен кăткăс служба ĕç-хĕлĕ - çакăн пирки професси уявĕ тĕлне журналистсене Раççей Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи Следстви управленийĕн районсем хушшинчи Канашри следстви пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Евгений Федорович ГРИГОРЬЕВ каласа кăтартрĕ:

- Тÿрех палăртмалла, Следстви комитечĕн сотрудникĕсем чи кăткăс уголовлă ĕçсене тишкерессипе тимлеççĕ. Вĕсен тимлĕхĕнче - тĕрлĕрен йывăр преступленисем тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçсем. Çав шутра - çынсен пурнăçĕпе сывлăхне хирĕçле тунисем ?вĕлернисем, асăрхамасăр вилĕм кÿнисем, çын сывлăхне йывăр сиен кÿни синкерлĕ вĕçленни%, арлăх тĕлĕшĕнчи киревсĕрлĕхсем ?мăшкăллани тата ытти%. Унсăр пуçне уголовлă-процессуаллă кодекс йĕркипе пирĕн тивĕçсен шутне уйрăм статуслă çынсем - депутатсем, полици сотрудникĕсем, адвокатсем тата ыттисем - тунă преступленисене тĕпчесси те кĕрет. Çапах та хамăрăн ĕç-хĕлĕн пĕр енне уйрăммăн палăртас килет, вăл - çула çитменнисен айăпĕпе пулнă е вĕсене хăйсене хирĕçле тунă преступленисене тишкересси. Паллах, ача-пăчапа çамрăксем саккуна пăсассине асăрхаттарма та следовательсем профилактика мероприятийĕсене хастар хутшăнаççĕ.

Тĕплĕнрех – хаçатра.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика