Ăçта - пĕрлĕх, унта - çитĕнÿ, тесе ăнсăртран каламан. Пĕрле чухне пирĕн умра нимĕнле чăрмав та çук, йывăр пек туйăнакан ĕç те çăмăллăнах ăнăçать. Туслăхпа пĕр шухăшлăх пулсан хамăр таврана тата та илемлĕрех, ырăрах, хăтлăрах тума та ансатрах.
Çакна çирĕплетекен ырă тĕслĕхсем вара куç умĕнчех. Инçе те кайма кирлĕ мар, акă, Вăрнарта пурăнакансем поселок масарĕ таврашĕнче хĕрÿ ĕç пынине асăрхарĕçех ĕнтĕ. Чылай вăхăт ку таврара техника ĕçлевĕн шавĕ илтĕнчĕ, пысăк тиевлĕ машинăсем вара вĕт чул, асфальт хутăшне турттарса тăнине курма май пулчĕ. Каламалла, строительствăпа юсав ĕçĕсем кунта масарăн мусульман пайĕн умĕнче иртеççĕ. Проектпа килĕшÿллĕн ку лапамра анлă улшăнусем пулмалла.
Тĕплĕнрех – хаçатра.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Август 2026 |
