«Сывлăх пуйăсĕ» - Вăрнарта

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.07.2026, 11:36 Просмотров: 92

Нумаях пулмасть Вăрнарти тĕп больницăра «Сывлăх пуйăсĕ» - «Ача-пăча тухтăрĕ» ятпа калăпăшлă профилактика акцийĕ иртрĕ. Палăртмалла, ку акци Чăваш ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕн пĕр пайĕ шутланать.

Профилактика мероприятийĕ сывлăх уявне çаврăнчĕ. Çула çитмен пациентсене тата ашшĕ-амăшне юмах персонажĕ хапăлласа кĕтсе илчĕ. Шур халатлă ĕçченсен йышĕнче Шупашкарти сиплев учрежденийĕсенчи тухтăрсем - хирург, стоматолог, невролог, оториноларинголог, гинеколог, дерматолог, офтальмолог, эндокринолог, ультрасасă диагностикин врачĕ - пулчĕç. Вĕсем акцие хутшăннă 213 çамрăк пациента пур енлĕн тĕрĕслерĕç. Тухтăрсем кĕçĕннисене тарават йышăнчĕç, сĕнÿ-канаш пачĕç. 19 ачанне малтан палăрман чир-чĕре тупнă. Çамрăк пациентсен тĕп хулари клиникăсенче сипленмелле.

Чăн та, профилактика тĕрĕслевĕсен пĕлтерĕшĕ пысăк. Ÿсекен ăру вăхăтра тĕрĕсленнине мĕн çиттĕр/ Вĕсенче - пуласлăх.

- Шупашкара каймасăрах ăста квалификациллĕ медицина пулăшăвне илме май пурришĕн, çакăн пек пĕлтерĕшлĕ те усăллă акцие йĕркеленĕшĕн эпир, ашшĕ-амăшĕ, питĕ хĕпĕртерĕмĕр, - пĕлтерчĕ Людмила Ильина.

Елена ГРИГОРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика