Учительтен Чăваш ен ертÿçи таран

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.07.2026, 11:37 Просмотров: 37

Калининăри культура çуртĕнче мухтавлă ентешĕмĕр Илья Павлович Прокопьев çуралнăранпа 100 çул çитнине анлăн паллă турĕç. Астăвăм каçне халăх йышлăн пухăнчĕ. Çитĕннисем те, ачасем те хапăлласах çитрĕç. Паллă ентешĕмĕрĕн ырă ячĕ икĕ ăру асĕнчех упранать.

Партипе патшалăхăн паллă деятелĕ Илья Павлович 1926 çулхи утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче Мачамăш ялĕнче çуралнă. Ачаранах учитель пулма, çамрăк ăрăва пĕлÿпе тивĕçлĕ воспитани пама ĕмĕтленнĕ. Калининăри шкулта 7 класс пĕтернĕ хыççăн Нурăс салинчи педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Диплом илсен 1943 çулта Хăмăш шкулне вырнаçнă, ачасене историпе географи предмечĕсемпе ăс панă. Анчах та мирлĕ ĕçе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарнă, чÿк уйăхĕнче Мачамăш çамрăкĕ Хĕрлĕ çар ретне тăнă. Служба понтон полкĕнче иртнĕ. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тата совет-яппун вăрçине хутшăннă.

1950 çулхи çурла уйăхĕнче кăна тăван ене таврăннă. Илья Прокопьева Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пĕрремĕш степеньлĕ орденĕпе, «Хăюлăхшăн», «Японие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе наградăланă.

Тĕплĕнрех – хаçатра.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика