Чăваш Республики çĕршыври хăмла ÿстерес ĕçре курăмлă вырăн йышăнать. Шăпах та чăваш хăмлине производительсем ытларах пахалаççĕ. Иртнĕ эрнере Шупашкарти Юханшыв портĕнче «Раççей симĕç ылтăнĕ» фестиваль старт илнĕ. Вăл çурла уйăхĕн 1-мĕшĕччен иртет.
Пĕлтерĕшлĕ мероприятие Беларуç Республикинчи, Мускаври, Санкт-Петербургри, Хусанти, Самарăри, Ульяновскри, Пензăри, Ярославльти, Чулхулари тата ытти регионти 28 производитель çитнĕ. Кунсăр пуçне 35 обществăлла апатлану заведенийĕ, 6 фермер хуçалăхĕ хăйсен продукцийĕпе паллаштараççĕ. Халăх промыслисен изделийĕсен куравĕ ĕçлет. Кашни кун артистсем мероприятие хутшăнакансене пуян концерт номерĕсене кăтартса савăнтараççĕ.
Чи пĕлтерĕшли, паллах, - ĕç программи. Фестиваль шайĕнче иртнĕ «Раççей хăмли» конференци çĕршыври 19 регионти 58 эксперта, ăслăлăх, вĕрентÿ, промышленноç тата тирпейлев организацийĕсен представителĕсене пухнă.
Пиллĕкмĕш хут иртекен фестивальте отрасль çитĕнĕвĕсене, хăмлаçăсем умĕнче тăракан тĕллевсене, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртессине сÿтсе явнă.
Паян Чăваш ен хăмла ĕрчетес енĕпе федераллă компетенцисен центрĕ. Фестивальте республика хăйнеевĕрлĕхне, халăхăн культурипе йăли-йĕркине кăтартма майсем çителĕклĕ.
Елена ПОРФИРЬЕВА
Сергей АРТАМОНОВ,
Чăваш ен правительствин председателĕ:
– Пилĕк çулта эпир производительсемшĕн, хăмлаçăсемшĕн чăн-чăн стратеги площадки пулса тăтăмăр. Кунта килĕшÿсем хатĕрлеççĕ, пахалăх стандарчĕсене сÿтсе яваççĕ. Раççейри хăмла отраслĕн пуласлăхĕ йĕркеленет. Çак малашлăхăн ячĕ - Чăваш ен. Паян эпир çĕнĕ субсидисене ĕçе кĕртетпĕр, ÿсентăрана хÿтĕлемелли пахалăхлă им-çам кăларатпăр, пĕтĕм çĕршывшăн çÿллĕ планка лартатпăр.
Август 2026 |
