Апробаци ĕçĕ пырать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.07.2026, 11:38 Просмотров: 33

Ял хуçалăх культурисене ятарласа вăрлăхлăх акса хăвар-нă лаптăксенче апро-баци тăвас тапхăр тытăнчĕ. Пĕлтерĕшлĕ ĕçе Раççей ял хуçалăх центрĕн округри уйрăмĕнче тăрăшакансем пурнăçлаççĕ.

Асилтеретпĕр, ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенчи специалистсен электронлă майпа «Семеноводство» ФГИС программа урлă маларах заявкăпа тухмалла. Вĕсем тăрăх «Россельхозцентр» ĕçченĕсем акнă сортлă вăрлăх тĕлĕшпе документсене тĕрĕслеççĕ, пусă çаврăнăшне епле тытса пынине те, им-çам сапнине те пăхаççĕ. Ун хыççăн палăртнă уйсене тухса ял хуçалăх культурисен сортлăхне тата чир-чĕрсем пуррине сăнаççĕ. Пĕтĕмлетÿсем хыççăн документа электронлă майпа ярса паратпăр.

Каласа хăвармалла, паянхи куна «Луч», «Санары», «Мураты» хуçалăхсен, Карл Маркс ячĕллĕ кооперативăн, Алексей Игнатьевпа Андрей Петров фермерсен хуçалăхĕсен уйĕсенче тĕрĕслевсем иртнĕ. Ĕç малалла пырать.

Вячеслав АЛЕКСЕЕВ,

Раççей ял хуçалăх центрĕн

Вăрнарти уйрăмĕн тĕп агрономĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика