Дистанци мелĕпе те сасăлама май пур

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.08.2026, 09:59 Просмотров: 27

Кăçалхи сентябрĕн 18, 19 тата 20-мĕшĕсенче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тăххăрмĕш созыври тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн саккăрмĕш созыври депутатсене суйлатпăр.

Енчен те çак кунсенче суйлавçă хăй пурăнакан вырăнта пулаймасан маларах ытти мелсене суйлама тăрăшмалла. Ку енĕпе «Мобильлĕ суйлавçă» пулăшать е дистанци мелĕпе ?ДЭГ-па% сасăлава хутшăнма пулать.

Пĕрремĕш мелĕпе усă курас тесен августăн 3-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 14-мĕшĕччен е Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен порталĕ, е МФЦ, е территори суйлав округĕ урлă заявлени тăратмалла. Сентябрĕн 9-мĕшĕнчен заявление участокри суйлав комиссийĕсенче йышăнаççĕ. Çакăн хыççăн хăвăр пулнă вырăнта суйлава хутшăнма пулать.

ДЭГ-па усă курас тесен августăн 3-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 14-мĕшĕччен Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен порталĕ урлă заявлени тăратмалла. Суйлав кунĕсенче компьютерпа, планшетпа е смартфонпа усă курса хăвăр сасса пама май пур.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика