Çул-йĕр сечĕсене нормативсем ыйтнине тивĕçтересси Чăваш Республикин правительствин уйрăм тимлĕхĕнче. Ĕçсем «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕн йĕркипе пурнăçланаççĕ.
2026 çулта регион пĕлтерĕшлĕ тата муниципалитетсем хушшинчи çулсене юсаса çĕнетме 4 млрд тенкĕ уйăраççĕ: 2,7 млрд тенкĕ федераллă, 1,3 млрд тенкĕ республика бюджечĕсенчен. Финанс пайĕ 77 км çула юсама, икĕ кĕпере çĕнетме, регионаллă сетьсен тулли диагностикине ирттерме тата вĕсене пăхса тăма çителĕклĕ. Конкурс процедурисене ирттернĕ чухне бюджет укçи-тенкине перекетлеме май пулнă. Ăна М-12 трассăна хута янă чухне усă курнă çулсен участокĕсенчи ?Вăрнар тата Çĕмĕрле округĕсенче% юсава хăвăртлатма янă. Ĕçсем кал-кал, сроксене пăхăнса пурнăçланаççĕ.
Вăрнар округĕнче те кăçал çул-йĕре çĕнетсе юсассипе масштаблă ĕçсем пурнăçланаççĕ. Пĕтĕмпе ку тĕллевпе 75 млн тенкĕ уйăрнă: 66,1 млн тенкĕ - республика, 8,9 млн тенкĕ вырăнти бюджетсенчен. Программăна округри 10 участок кĕнĕ: Вăрнар поселокĕнчи 8 урам, Аçăмçырминчи çул ?750 м% тата «Вăрнар - Вăрманкас - Катăш - Калинино» трассăн участокĕ.
Çавăн пекех республика пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче те хĕрÿ тапхăр пырать: Чăрăшкас Хирлепре, Малтикас Ялтăрара, Кÿлхĕрринче, Хапăсра, Калининăра тротуарсем сараççĕ, çутă системипе ĕçлеççĕ.
«Ниме - халăх бюджечĕ» программăпа округра кăçал пурĕ 43 çул-йĕр проекчĕ, пĕтĕмĕшле 144,2 млн тенкĕлĕх пурнăçланать. Вĕсенчен иккĕшĕ Вăрнар поселокĕнче.
Хамăр инф.
Август 2026 |
